Мǎн куна çǎварни иртсен 7 эрнерен уявлаççě. Ку уява пурте чǎтǎмсǎррǎн кĕтеççě. Уйрǎмах- ачасем. Кǎçал ку уяв ака уйǎхěн 8-мěш кунěнче пулчě.
Çак уява «Малыш» ача садне çÿренекенсем те хавас пах кĕтсе илчēç. Чи кăткăс самант вара - Мăн кун парнипе - хĕрлĕ çăмартапа çыхăннă терлĕ вăйăсем пулчĕç. Ачасем вĕсене юратса та ăмăртса вылярĕç. Малашне те ачасем çак йăла-уявĕсене ăша хывса вĕренсе пырĕç.